Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсене йӗркелес тесен вӗсене тӗрӗслемелле. Ҫак ӗҫе пӗве-кӳлӗ хуҫисен санитарипе эпидемиологи службине те, шыв айӗнчи ӗҫсене тӑвакансене те явӑҫтармалла. Малтанхисем шыв пахалӑхне хаклаҫҫӗ пулсан, иккӗмӗшсем — водолазсем — шыв управҫисен тӗпӗнче мӗн пуррипе ҫуккине пӑхаҫҫӗ, кирлӗ пулсан тасатаҫҫӗ.
Асӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама тӑкаклине шута илсе ял тӑрӑхӗсен чылай пуҫлӑхӗ «Ишме юрамасть» текен асӑрхаттарусем ҫырса ҫапать те ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтет. Ара, асӑрхаттармасан тӗрӗслемен пӗве-кӳлӗре шыва кӗрекенсемшӗн вӗсем яваплӑ пек пулса тухать-ҫке...
Муркаш районӗнчи Чуманкасси ял тӑрӑхӗ апла хӑтланас темен: ҫынсене ишмелли вырӑн туса парас тесе ҫав ялти Казанчик пӗвене водолазсене чӗнсех тӗрӗслеттернӗ.
Сӑнсем (7)
Муркаш районӗнчи Катькас халӑхӗ ял уявне 1989 ҫулта ирттерме пуҫланӑ. Кӑҫал ача-пӑчана савӑнма батут та пулнӑ. «Уява пухӑннӑ халӑх ӗлӗкхипе хальхи ял пурнӑҫне сӑнласа паракан тӗрлӗ стендсемпе паллашрӗ», — тесе пӗлтерет вӑл тӑрӑхри А. Угарова. Стендсене ял историйӗпе интересленекен Алексей Петров тата ялти культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ иккен.
Чӑваш йӑлине асра тытса уява ҫӑкӑр-тӑварпа пуҫланӑ. Ял халӑхне Алевтина Егоровӑпа Зоя Угарован килте вӗретнӗ сӑрипе сӑйланӑ. Уяв ячӗпе В.Н. Волкова ял депутачӗ, Чӑваш Наци конгресӗн пайташӗ Э.К. Бахмисов, республикӑри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи В.В. Сапожников саламланӑ.
Шкул ачисемпе пӗрле «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа «Тухас ҫук асӑмран нихҫан чӗрене кӗрсе юлнӑ суран» литературӑпа музыка композицийӗ хатӗрленӗ.
Ҫурлатӑрринчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫеҫпӗл» эстрада ушкӑнӗн концертне те халӑх пӑхса савӑннӑ.
Сӑнсем (33)
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Муркаш районӗнче Очӑкасси ялӗ хӑйӗн 420 ҫулне шавлӑн та анлӑн уявларӗ.
Ял уявӗ пуҫламӑшӗ пултаруллӑх коллективӗсем урам тӑрӑх утса тухнинчен пуҫланчӗ, кайран яла пуҫаракансем Очӑпа Очак пӗрремӗш ҫурт пулмалли вырӑнта шалча ҫапрӗҫ, хӳшӗ лартрӗҫ. Ял хастарӗсем вара асӑнмаллах юпа вырнаҫтарчӗҫ тата Очӑкасси ялне тата ун ҫыннисене асӑннӑ истори докуменчесенчи цитатӑсем ҫырнӑ грамота евӗр палӑка уҫрӗҫ.
Малалла уяв пултаруллӑх ушкӑнӗсен концерчӗпе тӑсӑлчӗ.
Сӑнсем (40)
Нумаях пулмасть республикӑри шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтернӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Автобус уҫҫисене шкул директорӗсене Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ кӑна мар, ачасен пурнӑҫӗшӗн те хӑрушсӑр. Вӗсенче ҫыхӑну, антиблокировкӑллӑ тормоз, Глонасс пур. Ку автобус сехетне 60 ҫухрӑмран ытларах каяймасть.
Ҫӗнӗ автобуссене Вӑрнар (2), Елчӗк (1), Етӗрне (2), Комсомольски (1), Куславкка (1), Муркаш (1), Патӑрьел (1), Сӗнтӗрвӑрри (1), Ҫӗрпӳ (1), Шупашкар (5), Элӗк (1) районӗсем тивӗҫнӗ.
Кивӗ автобуссем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ пулсан вӗсем шкултах тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмах май, кунсерен 297 шкул автобусӗ пин ялтан 12 пине яхӑн ачана турттарать.
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Ене 3 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — пӗр ача.
Ӗнер, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче 27-ри арҫын путнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пулӑ тытмалли сӗрекене ҫыхланса ларнӑ. Арҫын ӳтне водолазсем туртса кӑларнӑ.
Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗ ҫывӑхӗнче Шӑнкасри хӗрарӑм путса вилнӗ. 34-ри хӗрарӑм шыва кӗнӗ чухне чыхӑнса кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вара Канаш районӗнче инкек пулнӑ. Катек ялӗнче 5 ҫулти ача путса вилнӗ. Вӑл пӗве урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче велосипедпа каҫма тӑнӑ та аялалла ӳкнӗ. Ача ӳтне ял ҫыннисем асӑрханӑ.
Муркаш районӗнчи прокуратура унта шкулсенче ӗҫ саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Муркашри вӑтам шкулта, сӑмахран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен ӗҫлеттересси пирки килӗшӳ тунӑ. Пӗтӗмпе — ҫул ҫитмен 60 ачана. Лешсем каланӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ-ха, анчах прокуратура тӗрӗслевӗ вӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменнине палӑртнӑ. Ведомоҫсене тата расчет хучӗсене пӑхнӑ та ӗҫшӗн ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче татӑлнине асӑрханӑ. Ку вӑл саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтран иртни шутланать иккен. Кун пек кӑлтӑка прокурорсем Ярапайкассинчи шкулта та тупса палӑртнӑ.
Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеменнишӗн шкулсем процент тӳлеменнине те палӑртать прокуратура.
Шкул ертӳҫисем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, кӑлтӑка пӗтермелли пирки вӗсен ячӗпе прокуратура хут та шӑрҫаланӑ.
Ӗнер «Асамат» културӑпа курав центрӗнче «К.В. Ивановӑн чӗрӗ сӑмахӗ» республикӑри видеоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Хитре вулассипе ӑмӑртӑва хутшӑннисем Константин Ивановӑн хайлавӗсене суйланӑ. Видеоконкурсӑн тӗп теми «Нарспи» поэма пулса тӑнӑ. Ӑна 16 чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Вӑл чӑваш литературинче кӑна мар, тӗнче литературинче те классикӑлла хайлавӗ шутланать. Культурӑпа курав центрӗнче «Нарспи» сыпӑкӗсем чӑвашла кӑна мар, вырӑсла та, украинӑлла та, акӑлчанла та янӑранӑ. «Нарсписӗр» пуҫне Константин Ивановӑн сӑввисене те вуланӑ.
Поэмӑна ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чух та поэмӑна вулассипе конкурс ирттернӗ. Ун чух та ӑна Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти йӗркеленӗ. Ун чухне ачасем поэмӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫити вуланӑ.
Хальхи конкурса «Эткер» центр, Шупашкарти мониторинг тата аталану центрӗ, «Вырӑс музейӗ: виртуаллӑ филиал» центр тата маларах асӑннӑ курав центрӗ пӗрле йӗркеленӗ.
Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Улатӑр, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенчи 26 шкултан 82 ӗҫ ярса панӑ.
Валерий Александрович Иванковскин «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑлах «Чӑваш халӑх кунталакӗ» (2011), «Терапи: медицина тӗнчинчи терапи терминӗсем» (2013) авторӗ.
Валерий Иванковский Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗ. «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнекинче вӑл истори, чӗлхе культури, Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта ял тӑрӑхӗнчи ялсем пирки, ял хуҫалӑх, промышленноҫ предприятийӗсем, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем ҫинчен кӗскен каласа панӑ.
Кӗнекере ҫав тӑрӑхри паллӑ ҫынсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра, вӗренӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче тата ытти тытӑмра палӑрнӑ.
Кӗнеке 100 экземплярпа тухнӑ. Валерий Александрович тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене Муркашри вулавӑша, Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑша парнеленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Кӑҫал унта Елчӗк, Комсомольски, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти пултаруллӑ ҫынсемсӗр пуҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчен те килӗҫ.
25 ҫын заявка панӑ. Унта 14-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Фестиваль ҫулран-ҫул анлӑланса пырать. Ку таранччен унта 2500 ытла ҫын хутшӑннӑ. «Виръял шевлисем» фестивалӗн истори те пуян. Ара, кӑҫал вӑл 20 ҫул тултарать-ҫке-ха.
Кӑҫал фестивале Чӑваш Республикинчен кӑна мар, чӑваш диаспоринчен те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ номинаципе иртӗ: солистсем тата ансамбльсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене I, II, III степень лауреат ятне параҫҫӗ. Призерсене вара — дипломант. Жюри Гран-при пама та пултарать. Пурне те унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Ӗнер каҫхине республикӑра аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуни хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварнӑ. Муркашсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ ав.
Нумайлӑха мар. Ир енне ҫынсен килӗсенче ҫутӑ пулнӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫунӑ, аслати кӗмсӗртернӗ май Муркаш районӗнчи темиҫе ялта ҫутӑ сӳннӗ.
Авари бригадисем электропередача линийӗсене ҫӗрлех юсанӑ. Ҫӗрлехи 2 сехет тӗлне 1000 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Ирхи 5 сехет тӗлне йӑлтах йӗркене кӗртнӗ.
Тӗрӗссипе, чылай ҫӗрте ҫутта сӳнтерни профилактика пулнӑ. Синоптиксем вара ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енре хӗвеллӗ ҫанталӑк пуласса шантараҫҫӗ. Эрне вӗҫнелле сывлӑш температури 25 градус таранах хӑпармалла-мӗн.
Ҫавӑн пекех Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче те хӑш-пӗр ҫӗрте ҫутӑ сӳннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |